"Эпир маттур та туслӑ ачасем" вӑйӑ вылярĕҫ

"Эпир маттур та туслӑ  ачасем" вӑйӑ вылярĕҫ

5- мĕш класра вĕренекенсем чӑваш чĕлхи тата психологи эрнин  планĕпе  килĕшӳллĕн "Эпир маттур та туслӑ  ачасем" вӑйӑ вылярĕҫ. Ыйтусем ҫине хуравланӑ май туслӑх ҫинчен калаҫрĕҫ, ҫумра шанчӑклӑ  юлташ пурри пурнӑҫра тĕрек парать тесе ҫирĕплетрĕҫ. Пиллĕкмĕшсем тупмалли юмахсен тупсӑмĕсене шырарĕҫ, чĕлхепе литература ыйтӑвĕсене хуравларĕҫ. Йышпа ĕҫлесен ĕҫ кал- кал пырать иккен тесе пĕтĕмлетрĕҫ. Уйрӑмах Даша М., София Ш., Даша М., Кирилл К., Ваня М., Карина Ш.  чылай ыйту тупсӑмĕсене пĕлчĕҫ.