И.Я.Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр

И.Я.Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр

     Чăваш чĕлхипе литератури эрнин планĕпе килĕшÿллĕн Тури Туçари вăтам шкулти 7 класра, ака уйăхĕн 23-мĕш числинче, «И.Я.Яковлев – пирĕн аслă вĕрентекенĕмĕр» ятпа урок иртрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Козлова И.А. ертсе пычĕ. Малтан ачасем И.Я.Яковлевăн пурнăçне аса илес тĕллевпе «Мое чувашское дело» ятлă фильм пăхрĕç. И.Я.Яковлев – ученăй-педагог, çĕнĕ чăваш çырулăхне, чăваш ачисем валли учительсем хатĕрлекен шкула йĕркеленĕ. Ăна чăваш хресченĕсем «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе чĕннĕ.

И.Я.Яковлев пирĕн шкулта икĕ хут пулнă. Шкул ĕçĕпе паллашнисĕр пуçне ял-йышпа тĕрлĕ ыйтупа калаçнă, вĕсене канашсем панă. Кашни килмессерен инспектор Адрианов учителĕн пархатарлă ĕçĕпе, ачасен тарăн пĕлĕвĕпе, вĕсен çирĕп хуравĕсемпе савăннă. Чĕмпĕртен килнĕ инспектор пуринпе те чăвашла калаçнă, лайăх вĕренекенсене Чĕмпĕр учительсен шкулне чĕннĕ. Çакăн пирки каласа пачĕ Шашкина Е.

 Ҫак пурнăçа хаклама, ырра усалтан уйăрма, ĕç - пурнăç тыткăчи пулнине ăнланса илме пире И.Я.Яковлев калавĕсем пулăшаççĕ, çавăнпа та ачасем Иван Яковлевăн калавĕсене аса илчĕç, ун çинчен кăларнă кĕнекесемпе паллашрĕç.

Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă пулнă, малашне те çавăн пекех пулĕ.