9-мĕш класс ачисем чăваш чěлхипе экзамента пулма пултаракан евěрлě ěҫ ҫырчěҫ

9-мĕш класс ачисем чăваш чěлхипе экзамента пулма пултаракан евěрлě ěҫ ҫырчěҫ

   9-мěш класс ачисем чăваш чěлхипе экзамента пулма пултаракан евěрлě ěҫ ҫырчěҫ.

   Кăҫалхи ҫул 9-мĕш класс пĕтернĕ май, шкулта вěренекен 11 ача чăваш чĕлхипе тытмалли экзамена суйласа илчě.  Çавна май ака уйăхěн 16-мěшěнче ачасем чăваш чěлхипе экзамента пулма пултаракан евěрлě ěҫ ҫырчěҫ.

Çулталăкěпех тăххăрмěшсем консультацине ҫӳрерěҫ, экзамента кирлě пулма пултаракан материала «шěкěлчерěҫ».

Чăваш чĕлхипе тытмалли экзаменра 9-мĕш класс ачисен тулли те ирĕклĕ хуравласа 2 ĕç (изложени тата сочинени çырса) тата тест ĕçне хатĕр хуравран пĕрне суйласа илсе тумалла.

 Экзаменăн 1-мĕш пайĕ-экзаменатор вуланă текста çывăх çырнă изложени. Вăл оригиналпа туллин тÿр килме тивĕçлĕ. Оригиналта çуккине хушса çырма юрамасть. Паллах, изложени тексчĕ оригинал копийĕ пулма пултараймасть, çапах та ача экзаменатор вулакан текстăн стильне сыхласа хăварма тивĕç. Тĕслĕхрен, илемлĕ текст содержанине ăслăлăх е публицистика стилĕпе каласа пама кирлĕ мар, илемлĕ стильпех çырмалла. Изложенире оригинал текстăн 70 процентне (сăмахсене, сăмах çаврăнăшĕсене, синтаксис пĕрлешĕвĕсене) çаплипех хăварас пулать. Кунсăр пуçне илемлĕх тата кăмăл-туйăм мелĕсем мĕнле палăрнине те шута илмелле.

Экзаменăн иккĕмĕш пайĕ – тест ыйтăвĕсем.  Экзамен виççĕмĕш пайĕ вăл – калăпăшĕпе пысăках мар сочинени çырасси. Ача темăра каланă проблема çинчен хăй мĕн шухăшланине кĕскен пĕлтерет те шухăшне тĕрлĕ фактсемпе çирĕплетсе ĕнентерет. Сочинени чăнах та ăслав, шухăшлав майлă пулмалла, çавăнпа та „тезис-аргументсем-пĕтĕмлетÿсем” йĕркене çирĕп пăхăнмалла.

Тăххăрмěшсем хăйсене экзаменти пекех тытрěҫ, хăйсем ҫине ҫеҫ шанса хуравсене тěплěн ҫырма тăрăшрěҫ.