Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чěлхи кунě

Ака  уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чěлхи кунě

Ака  уйăхĕн 25-мĕшĕ – чăваш чěлхи кунě.

 Çак куна эпир чăваш халăхне ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева халалласа паллă тăватпăр.

     Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче удел /"патшалăх"/ хресченĕн çемйинче çуралнă. Ҫуралсан виҫҫĕмĕш куннех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнăскере çав ялтах пурăнакан вырăс хресченĕн Пахомовăн çемйи усрава илнĕ. Ячĕпе хушаматне пулас педагог хăйĕн хреснашшĕнчен йышăннă.

    Удел ведомстви хушнипе 1858 çулта И.Яковлева Пăва уесĕнчи Пăрăнтăк ялĕнчи удел училищине вĕренме панă. Чи лайăх вĕренекен пулнă май ăна пĕтерсен 1960 çулта ачана Чĕмпĕр хулинчи уес училищине йышăннă. Çав çулах 1 класс вĕренекенĕсен ушкăнĕпе И.Яковлева Чĕмпĕрти арçынсен гимназийĕ çумĕнче тин çеç уçăлнă классене, çĕр виçевçисене хатĕрлекенскерсене, куçарнă, унта вăл 1863 çулччен вĕреннĕ. Вĕренĕве вĕçлесен йĕкĕте Чĕмпĕр удел кантурне ĕçлеме янă, унта вăл 4 çула яхăн ял çĕр виçевçинче тăрăшнă.

     1867 çулхи кĕркунне Чĕмпĕрти арçынсен гимназийĕн V класне вĕренме кĕнĕ. Унта пĕлÿ пухнă май Яковлев Чĕмпĕре хăйĕнпе пĕр ялти Алексей Рекеева, каярахпа ытти чăваш ачине чĕнсе илнĕ, вĕсене хăй репетитор ĕçĕпе пухакан укçапа усраса вĕрентме пуçланă. Уйрăм çыннăн çапла майпа йĕркеленĕ шкулĕ Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен инспекторĕ И.Н.Ульянов çине тăрса пулăшнипе ерипен анлăланса пынă.

      1870 çулта Иван Яковлев гимназие ылтăн медальпе пĕтернĕ, Хусан университетне вĕренме кĕнĕ.

      Университетра, паллă ученăй Ильминский пулăшнипе 1871 çул вĕçленĕ тĕле И.Яковлев вырăс графикине тĕпе хурса çĕнĕ чăваш алфавичĕн 1-мĕш вариантне хатĕрленĕ. Каярахпа Яковлев алфавитне çĕнетнĕ. 1872 çулта унпа букварь кăларнă, вăл чăннипех халăх кĕнеки пулса тăнă.

      1875 çулта Иван Яковлев Хусан университечĕн историпе филологи факультетне ăнăçлă пĕтернĕ, ăна Хусан вĕренÿ округĕнчи чăваш шкулĕсен инспекторне лартнă. Иван Яковлевич вĕрентнĕ, чăвашсем пурăнакан тăрăхсенче шкулсем уçнă, вĕсен ĕçне тĕрĕслесе тăнă, наци шкулĕнчи вĕрентĕвĕн педагогикăпа методика принципĕсене йĕркеленĕ. Вăл учебниксемпе вĕренÿ пособийĕсем кăларнă, калавсем çырнă, вĕренÿ, ял хуçалăх, медицина литературине, илемлĕ литературăна чăвашла куçарнă.

50 çул хушшинче Яковлевăн Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пин-пин вĕрентекен хатĕрленĕ.

     1919 çулхи кĕркунне И.Я.Яковлев чире пула пенсие тухнă. 1922 çулта вăл Мускава ывăлĕ патне пурăнма куçнă. Иван Яковлевич Яковлев 1930 çулта вилнĕ. Ăна Ваганьково масарне пытарнă.