«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2024» акцие хутшăнтăмăр

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2024» акцие хутшăнтăмăр

    Паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланӑ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2024» акци иртрӗ. Диктант текстне Ҫемен Элкер хайланӑ калав сыпӑкне илнĕ. Чӑваш вӑрманĕ ҫинчен ҫырчĕҫ ачасем. Текстри содержанипе паллашнӑ май вĕренекенсен куҫĕ умне авалхи чӑваш вӑрманĕнчи илем   тухса тӑчĕ. Тури Туçа шкулӗнче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем акцие питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кӑҫал диктанта 70 ҫын ҫырчӗ. Диктант ҫырма 3-4б, 5-10 классенче вӗренекенсем кӑмӑл турӗҫ, учительсем те аякра тӑрса юлмарӗҫ, хӑйсем чӑвашла тӗрӗс ҫырма пултарнине тӗрӗслерӗҫ. Акцие хутшăннисене тав самахĕ калатпăр, малашне те чăваш чĕлхине юратса вĕренесчĕ.