И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç

И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç

        Иван Яковлевăн ăса вĕрентекен пĕчĕк калавĕсене ватти-вĕтти те юратса вулать. Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн илемлӗ хайлавӗсене вуласан ачасем ашшӗ-амӑшне мӗн пӗчӗкрен ватлӑха хисеплеме, вĕсене  тимлӗх уйӑрма вӗренеҫҫӗ. Хайлавсем ачасен кӑмӑл-туйӑмне, илемлӗхне, пуплевне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. 

    Тури Туçари  пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулти 1-4 – мěш «б»  класри вӗренекенсем Иван Яковлев калавӗсене вуларӗҫ, вĕсем тăрăх  ӳкерчĕксем турĕç. Ачасене ытларах «Уçăлма тухнă шăши çури», «Автан», «Кашкăрпа сурăх путекки», «Кулачă», «Лаша шырани» калавсем килĕшрĕç.