И.Я. Яковлев – аслă вěрентекенěмěр

И.Я. Яковлев – аслă вěрентекенěмěр

Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕпе килес ăрусен асĕнче юлакан, пурнăçри пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсен йышне кĕрекен чаплă çынсен шутĕнче. Вăл çут ĕçĕпе культурăн ырми-канми ĕçченĕ пулнă, чăваш халăхĕн наци çĕкленĕвĕн пуçламăшĕнче тăнă, чăваш халăхĕ ыттисемпе, чи малтанах вырăссемпе туслă пулассишĕн çине тăнă. Вăл çут ĕç историне Чĕмпĕр хулинчи наци шкулĕсем валли учительсен кадрĕсене хатĕрлекен вĕренÿ заведенийĕн никĕслевçи тата ертÿçи, Атăл тăрăхĕнчи халăх вĕрентĕвĕн сумлă йĕркелÿçи, икĕ чĕлхеллĕ шкулти вĕрентĕвĕн педагог-новаторĕ, теоретикĕ тата практикĕ пулса кĕрсе юлнă.

Тури Туçари  пĕтĕмĕшле  пĕлÿ паракан  вăтам шкулта  1-2 «б» класри ачасем чăваш чĕлхи урокĕнче  «И.Я. Яковлев – аслă вěрентекенěмěр» презентаципе паллашрĕç, кăсăклă ыйтусем пачěç.

Чǎннипех те Улǎп çын пулнǎ И.Я. Яковлев!  Ун ĕçне хакласа пĕтереймĕн,  пысǎк чунлǎ çын кǎна çакǎн пек пулма пултарать.  50 çул хушши тǎван халǎх чечекленĕвĕшĕн, пуласлǎхĕшĕн вǎй хунǎ вǎл.

Вĕрентекен пулǎшнипе вĕренекенсем çакǎн пек пĕтĕмлетӳ турĕҫ: И.Я. Яковлевǎн пурнǎҫĕ ҫǎмǎл пулман, анчах та вǎл парǎнман, хǎй те ҫĕкленнĕ, чǎваш халǎхне те пулǎшнǎ, ҫутта кǎларнǎ.