Чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ.

Чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ.

Чǎваш чěлхи-тǎван чěлхе,

Эс - чи пахи, эс - чун уççи.

Чǎваш чěлхи- тǎван чěлхе,

Пин чěлхерен чи çепěççи.

Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе. Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тури Туҫари пӗтӗмӗшле пӗлӱ паракан вӑтам шкулта та чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Çак уяв чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăннă.

Эрнене эпир чӑвашсен паллӑ  поэт, писательсем ҫинчен хаҫат кӑларассинчен пуҫларӑмӑр.

Иван Яковлев, Константин Иванов, Ҫеҫпĕл Мишши, Геннадий Айхи, Митта Ваҫлейĕ, Марина Карягина, Раиса Сарпи ячĕпе пуҫтарнӑ материалсенчен тухнӑ хаҫатсене вулама кӑсӑклӑ.

"Пĕлетĕр-и эсир?" вăйă-конкурс иртрĕ. Унта 7-8-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕҫ. Тăван ен историйĕ, культури, Шупашкар хули, Чăваш Республикин символики ҫинчен, паллă чăваш писателĕceн пултарулӑхӗсем тӑрăх хатӗрленӗ ыйтусем ачасен тавракурăмне анлăлатрĕҫ. Вĕренекенсем Чăваш çĕрĕ çинчен сахал мар пĕлнине кăтартса пачĕç.

Чӑваш чӗлхи эрни малалла тăсăлать. Вăл пуриншӗн те усӑллӑ, тухӑҫлӑ иртессе шанас килет.

Фотогалерея