Улттăмĕшсем маттур!

 

Иккĕмĕш чĕрĕке 22 вĕренекенрен 2 отличник, 8 ударник пулса вĕçлерĕç. Вĕсен шучĕ тата ÿсме пултарать, кăшт тăрăшмалла анчах. Çакна шута илсе класра пĕр-пĕрне вĕренÿре пулăшма шутларăмăр. Кам хăш предметпа лайăх пĕлет, вăл урок хыççăн ытти ачасене килти ĕçсене тума пулăшать. Ку эрнере чăваш чĕлхипе йăнăшсене сахаллатас тесе ĕçлетпĕр. Перепелкина Таня, Крысова Оля, Кузнецова Кристина, Овечкина Надя тăрăшни палăрать. Ятарласа уроксем хыççăн юлса пĕр-пĕрне диктантсем çыртараççĕ. Чăваш чĕлхи урокĕнче малалла ÿсĕм пуласси куç кĕретех.